cart-icon Товаров: 0 Сумма: 0 руб.
г. Нижний Тагил
ул. Карла Маркса, 44
8 (902) 500-55-04

Сценарий ваттисен куне – Сценарий внеклассного мероприятия «Ватта сума савакан хай те сумла пулакан»

Сценарий внеклассного мероприятия «Ватта сума савакан хай те сумла пулакан»

Ватта сума сёвакан хёй те сумлё пулакан

(Ваттисен кун. т.лне хат.рлен. сценари)

( Уява аслашш.семпе асламёшсене: кукашш.семпе кукамёшсене ч.нн.?)

Пул.ме шарсемпе илемлетн.:Ваттисен кун. яч.пе стена ха=ач. кёларнё?

Хёнасене чёваш тум. тёхённё х.р ачапа ар =ын ача ал шёлли =ине хунё =авра =ёкёрпа к.тсе иле==.?

1? Хаклё хёнасем:эпир сире Тёрмёшри п.т.м.шле п.лу паракан вётам шкула ырё сунса к.тсе илетп.р?

2?Асаттесен йёлипе астивсе пёхсамёр эпир п.=ерн. =ёкёра?(Хёнасем =ёкёр ху=са =ие==.?)

1?Эпир сире чёваш ч.лхипе литература кабинетне к.ме ыйтатпёр?(хёнасем вырна=а==.)

В.рентекен сёмах.?

Пир.н =.р-шывра пур .= те хисепл.?Заводра е колхозра :е п.р-п.р предприятинче-и —=ын хуть ё=та .=лесен те хёйш.н =е= мар:=.р-шыв пуласлёх.ш.н те тёрёшать?+авёнпах .нт. т.рл. =.рте .=лекен :урёхла каласан :т.рл. професси =ыннисен уяв.сем пур?+авён пек ырё уявсенчен п.ри паян—авён уйёх.н 1-м.ш.нче?Ăна малтан Скадинави ур утравě инче ирттернě. 1992 Раейре ирттерме тытăннăХисепл. хёнасем:эсир хёвёр пурнё=а .=пе ирттерн.?,=—сир.н пурнё= т.ллев. пулнё?Эсир ача-пёча устерн.:ху=алёх =авёрнё: кашни кунах юратнё .=е васканё?Эсир хёвёр .=.рпе ырё ята тив.=р.р?Сир.н .=е малалла мёнукёрсем тёс.=?

Паянхи уяв яч.пе сире ч.ререн саламлатёп?+ир.п сывлёх:телей:мёнукёрсенчен ырё сёмах =е= илтме сунатёп?

Малалла ачасем саламла==.?

1-м.ш ?Ырё кун пултёр:ачасем: пу=тарённё хёнасем!

2-м.ш ?Хаклё хёнасем! Эпир сире паянхи уяв яч.пе ч.ререн саламлатпёр?

1-м.ш ?+емьере кил.шу:телей: ырлёх_сывлёх сунатпёр?

2-м.ш? ?Эсир паянхи уява килн.ш.н эпир пит. хавас?

1? Атте те .=ре:анне те .=ре

В.сен ман валли вёхёт =ук?

П.р асанне =е= яланах =умра

Вёр=масть вёл мана нихё=ан?

4?Ёш апат хат.р эп килн. =.ре

М.нле_ха шкулта:=.нни м.н п.лт.н;

Т.пчет вёл ума апат лартнё май?

5?Эх:тутлё_=ке рис пётти

Асанне хат.рлени?

Мёнуксемш.н тем те тёвён
Ч.ререн эс юратсан?

??Юрё»Асанне=.м: асанне»сёвви Н?Васильевён

Асанне=.м: асанне:

Эс ё=та каятён;
Асанне%Вёрман х.рне каятёп
Хёрёк турат пу=тарма?

Асанне=.м: асанне:
Тип шанкёпа м.н тёван;
Асанне? Вучах ч.ртсе яратёп

Хуран =акса яратёп?

Асанне=.м: асанне:
Хуран =акса м.н тёван;
Хуран кукли п.=ереп

Ачасене =итереп?
Асанне=.м: асанне:
Асаттене йёпат_ха?
Ан =иллен эс:старик.м:

Шёкёл_шёкёл кала=ар?

Шёкёл_шёкёл кала=ар та
Кил.штерсе пурёнар?

6?Кайрём асанне патне

П.ринче эп хёнана?

-Асанне:_теп:_асанне:

П.рре вёр=_ха Динёна?

М.нш.н вёл сана ялан

Кукамай тесе ч.нет;

+ак мана м.нпур чунтан

Кулленех курентерет?

+ук:_тет Дима:_ эс. ху

Йёнёшатён яланах?

Кукамай:тархасшён:_хуш:

Т.р.с ч.нт.р вёл сана:_

Асанне йёл кулнё май *

Шутлёр :_тер.:_икс.рех*

Асанне е кукамай;

Хёш. пул. т.р.срех;

В.рентекен %Ачасем: эсир ёнлантёр_и;

— М.нш.н йёнёша==. ачасем;

— Кам вёл асатте: асанне: кука=и :кукамай;

Ачасен хурав.?

Юрё «Кука=ипе куками» (Ачасен ушкён. юрлать)

7?Асаннене х.вел:асаттене сёвё
+ир.п сывлёх сире икс.ре те

Вёрём .м.р:телейл. кун-=ул

Уяв яч.пе саламлатёп сире?

8?Асатте пурриш.н чунтан савёнатёп?

Эп унран ыр т.сл.х илме тёрёшатёп?

Юрё «Ах:асатте «Сёвви Н?Васильевён

Ах:асатте:асатте

Яр_ха пире выляма?

Илсе кил.п.р сан валли

Чёмёр улма йёпанма?

Асатте%Ан та ыйтёр:ямастёп

Чарусёрскерсене:

Выльёр кунтах:ачасем:

Мана лёплантарёр?

Ах: асатте:асатте:

Яр_ха пире выляма

Илсе кил.п.р сан валли

Кавён вёрри йёпанма?
Асатте%Ан та ыйтёр: ямастёп

Ар=ури пекскерсене:

Выльёр кунтах :ачасем:

Мана савёнтарёр?

Ах:асатте:асатте:

Яр_ха пире выляма?

Илсе кил.п.р сан валли
Сарё мёйёр йёпанма?
Асатте%Ан та ыйтёр ямастёп
+авра=ил пекскерсене:
Выльёр кунтах:шёпланёр:
Мана савёнтарёр?
Ах: асатте: асатте:
Яр_ха пире выляма?
Илсе кил.п.р сан валли

П.р кинеми кала=ма?

Асатте%Апла пулсан чармастёп:
Ч.нсе кил.р хёвёртрах:
Кинемипе кала=ма

Эп хаваслё яланах?

9?Ват мучи утать аран

Туйипе таклаттарса
Сумки йывёр пулнёран
тёч. сывлёш =авёрса?

Таврёнать вёл лавккаран
т.рл. =им.= туянса?
+ула май йётса парам!_

Тет Ванюк тёп чарёнса?
Ватё =ыннён ку=.сем
кайр.= `ёшшён =уталса%
_Пир.н курш. ачисем

Вашават_=ке чёнласах?

В.рентекен%Ачасем: эсир ватё =ынсем =инчен калакан ваттисен сёмах.сем п.лет.р_и;

Ачасен хурав.сем?Ватта сума сёвакан хёй те сумлё пулакан???

10?+ынна хуйхё пусать
+ЫН п.ччен=.?Аптрать?
+ыннён –

+ЫН чётайми =ухату?
Саспа мар ч.рипе
+ын сана йыхёрать:_
Эс васка ун патне?Ырё ту?

Юрё»Дорога добра»

Инсценировка»Т.рл. мёнуксем»

Сценкёри =ынсем%

Ватё карчёк
Ар=ын ача

Х.р ача

Сцена =ине ватё карчёк тухать? Вёл чарёнса тёрать те к.сй инче тем шырама пу=лать?

Ватё карчёк?Ё=та кайса к.ч.-ха ку=пёх; Светофора та кураймастёп в.т? П.р в.=.мс.р машинёсем : автобуссем чупа==.???

Сцена =ине портфель йётнё ар=ын ача тухать?Вёл унпа юнашар пырса тёрать те =ул урлё ка=ма хат.рленсе й.ри –тавра пёхса илет?

Ватё карчёк?Мёнукём: мана =ул урлё ка=арса яр-ха?Тархасшён?Ку=лёха киле манса хёварнё?

Ар=ын ача?Манён та ку=лёх =ук??

Ватё карчёк?Пулёш .нт.:мёнукём

АЭп.:асанне:шкула васкатёп-=ке:.лк.реймест.п?

В? Апла м.н тумалла-ха ман;

А?Эсир мана:асанне: =акёнта к.тсе тёрёр: эп. халех шкула кайса килет.п те =ул урлё ка=арса яратёп?

В?Манён пит. васкамалла*булкёпа с.т туянмалла?Килте мёнукём к.тсе ларать?

А? Эсир:асанне:ёна кайса ч.нсе кил.р?Вёл сире ка=арса яратех?

В?Эп. ытла та ватё-=ке:мёнукём: вёл ытла п.ч.к?

А?Ватё???п.ч.к???Сире пула эп. шкула .лк.реймест.п?

В?

Апла пулсан чупах:мёнукём:чупах?Кам та пулин ка=арса яр.-ха?

А?Эх: м.н пулать те м.н килет?Ватё =ынсене пулёшмаллах???Юр.:асанне=.м:эп. сире =ул урлё ка=арса яратёп??

В?Тавах:мёнукём?

А?Анчах мана ырласа шкул директор. яч.пе тав сёмах. =ырса ярёр?Юрать-и;

В?Кам яч.пе тен;

А?Шкул директор. яч.пе???Ун чухне мана п.ри те Редькин кахал:вёл никама та нихё=ан та пулёшмасть тесе калайм.???Директор сир.н тав сёмахне пурне те вуласа пар. те:п.л.= вара эп. кам иккенне?

В?Эп. сана та : директора та п.лмест.п-=ке-ха?

А?П.л.р%эп. Редькин Коля!15-м.ш шкулта в.ренет.п?

В?15-м.ш.нче тет.н-и;

А?+апла :вара м.н;

В?Унта ман мёнукём директорта .=лет?

А?Шутлеме юрататёр иккен эсир:асанне?

В?М.нш.н шутлеме юрататёп;

А?Сир.н мёнукёр килте ларать:шкула каймасть:булкёпа с.т к.тет?Ха-ха-ха?

В?Вёл ман мёнукён ывёл.?Унён ашш.- манён мёнук-15-м.ш шкулта директорта .=лет?

А?Директор вара ми=ере;

В?Вётёрта?Ун ывёл. пилл.кре?В.сем маншён пурте мёнуксем?

А?(хёраса уксе)М.нле ч.не==. вара сир.н директор мёнукёра;

В?Виктор Иванович?

А?Пир.нне м.нле ч.нетч.=-ха;Халех дневника кёларса пёхам-ха?(портфел.нчен дневник кёларать)Ё=та-ши ун хушамач.;

+ав вёхётра сцена =ине х.р ача тухать?Портфельпе? Вёл ватё карчёка асёрхать те ун патне пырать?

Х?а? Атя:асанне=.м?Сире =ул урлё ка =ма пулёшам?(Ватё карчёка аллинчен =авётать те тавралла пёхса илет?)

В?Тавах:х.р.м?Т.л.нмелле:т.рл. мёнуксем пула==. иккен?

Х?а?Кайрёмёр:асанне:сим.с =утё?

Х.р ача ватё карчёка =ул урлё ка=арнё вёхётра ар=ын ача дневник.нче шкул директор.н ятне шыраса тупать?

А?Т.р.сех иккен!(Вулать)Виктор Иванович—шкул директор.?Асанне=.м:ё=та эсир;(Урам теп.р енне ка=ма .лк.рн. ватё карчёкпа х.р ачана курать те кёшкёрать?)Сорокина-а!Тёр тет.п! Кунта та с.к.нме .лк.рт.н!Директор асламёш. =умне =улёхнё ан пул!Ёна эс. тупман?

Ар=ын ача =ул урлё чупать?Хы=алтан милиционер шёхлич.пе шёхёрни илт.нет?

В.рентекен?Ачасем:сир.н хушёра Редькин Коля пеккисем =ук-и;Эсир ваттисене пулёшатёр-и;

Ачасен хурав.?

«Илемл. чёваш юрри»юрё Х.р ачасен ушкён. ташлать?

В.рентекен

Илемл. =амрёк .м.р пурёнма п.лсен кёна -янёрар. юрёра ?Чёнах =апла мар-и-ха ;+амрёклёх?Ёна т.р.с пурёнса ирттерсен кёна: асаннесен =улне =итсен: ырё аса илусем пул.=?+авёнпа та пурнё=ра ырё .=сем кёна тума тёрёшмалла?Ыр сёмах калама ан уркен.р:ыр сёмах чылай чух чун у==и?

Малалла хёнасене сёмах парас?В.сем хёйсен пурнё=.нчи аса илусемпе паллаштар.=?

Ватёсем сёмах каланё хы==ён пурте п.рле ларса чей .=е==.?Хёнасене ачасем ырё ` сёмахсем каласа парнесем пара==.?

kopilkaurokov.ru

Ырả кун пултảр сире, ěçпе вảрçả ветеранěсем


МОУ «Сугайкасинская средняя общеобразовательная школа»

Канашского района Чувашской Республики

Сценарий открытого мероприятия,

посвященного

Дню пожилых людей

Разработала классный руководитель 7 класса

МОУ «Сугайкасинская СОШ» Канашского района

Чувашской Республики

Иванова Алина Владимировна

-Сугайкасы – 2009 —

Сценарий ко Дню пожилых людей

ВЕДУЩИЙ: Ырả кун пултảр сире, ěçпе вảрçả ветеранěсем. Паян кảмảллả уяв, илемле праздник. Хисепле ветерансем, сире ảшảн саламлама 7 класс ачисем çитрěс. Тархашан, ачасем.

1 УЧЕНИК: Ватả çинсем – сумлả çинсем,

Чунпа ялан çамрảк вěсем.

Мěн кảнна тÿсмен-ши,

Чảтман-ши вěсем.

2 УЧЕНИК: Хытả –çке юратнả,

Ачасем ÿстернě.

Шанчảкпа пурảннả

Канлěхне кěтсе.

3 УЧЕНИК: Сảмảлах пулмарě.

Сирен пурнảç çулě,

Шảпа çапла енте –

Тетěр хảш чухне.

4 УЧЕНИК: Ыр кунсем сунатпảр,

Сывлах, канлě ватлảх,

Хěвел йảл-йảл култảр

Янкảр тупере.

5 УЧЕНИК: Тавтапуç калатпảр

Чảтảм çитернишěн.

Савнả мảнуксемшěн.

Ыр тěслěх пулнишěн.

Юрả «Асанне»

Ведущий: Пирен печек артистсем шутлеме те юратассе.

Сценка «Парнě»

Ведущий: Шкул такмакесěм

Ведущий: сценка 11 класс.

Ведущий: Хале ял администрации пуслахне саамах паратпар.

Сире вали чảваш ташши.

Ведущий: Юрả «Вảй выляçе шевлесем»

1 УЧЕНИК: Ват синсем- тават сын тене,

Халах елекрен.

Ватине итлене,

Шит унран иртмен.

2 УЧЕНИК: Ваттисен сảмахесем –

Асла, таран хайлавсем.

Верентессе пурảнма.

Ыра есшен кар тảма.

3 УЧЕНИК: Ваттисен каланине

Ачаран хывса ảша.

Тảнласан весен пилне

Парảнать санран нуша.

4 УЧЕНИК: Итлер-ха, туссемер

Эп каланине:

Пуламảр, хисеплер

Ватả сынсене!

Еспе хавшảнả

Емер пит кеске

Хамảр та, ан манảр,

Ваталатпảр-ске.

Юра «Ваталнишен»

Ведущий: Хале верентекенсене саамах паратпар.

Ведущий:Хисепле ветерансем, сире тепер хут уяв ячепе саламлатпар. Пурнасра телей, сиреп сывлах сунатпар!

velikol.ru

Сценарий на чувашском языке

Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа шкулӗ ҫумӗнчи «Улыбка» ача садĕнчи хутӑш аслӑ ушкӑнри ачасемпе ирттернӗ уяв

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Уяв тӗллевӗсем: ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси; тӑван халӑх культурине хаклама, упрама вӗрентесси.

Ӑс-тӑн задачисем:

— И.Я. Яковлевăн хăвачĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллашасси, ăна ăша хывасси;

— Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ чӑваш чӗлхине юратма вӗрентесси.

Аталану задачисем:

-Чӑваш халӑхӗн культурипе малалла паллаштарасси;

— Ҫынсем умĕнче калаçас, сăвă вулас пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси;

— Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.

Воспитани задачисем:

— Аслисене хисеплеме хӑнӑхтарасси;

— Юрă – кĕвĕре илеме курма, туйма хăнăхтарасси;

— Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.

Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен, унӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен ирттернӗ калаҫусем.

Ушкӑн пӳлӗмне чӑваш тӗрри-эрӗшӗпе илемлетни. Чи курӑмлӑ вырӑнта Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑн ӳкерчӗкӗ. Ачасем валли тӗрленӗ кӗпесем хатӗрлени.Чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен выставкине хатӗрлени.

Ачасемпе уйрӑм ӗҫлени: сӑвӑсене янӑравлӑ калама, ташӑ хусканӑвӗсене тума вӗрентни.

Уява хутшӑнакансем: хутӑш аслӑ ушкӑнри ачасем.

Уяв юхӑмӗ

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем зала хавас кӗвӗпе кӗрсе вырнаҫса лараҫҫӗ.

Ертсе пыракан.(Е.п.)

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

(П.Хусанкай.)

Ырӑ кун пултӑр, ачасем, хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗсем курма килнӗ хӑнасем!

Паян пысăк уяв — чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 27 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Паян эпир те, «Йӑл кулӑ» ача сачӗн воспитателӗсемпе садике ҫӳрекен ачасем, Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чӑваш Енпе Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗр-шывсенче те асра тытаҫҫӗ.

Пирӗн республикӑн тӗп хулинче И.Я.Яковлев палӑкӗ пур. Ун ячӗпе музей та уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Шупашкарти аслӑ урама ун ятне панӑ. Иван Яковлевич ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ.

И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче»: «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», — тесе ҫырса хӑварнӑ.

Чӑнах та, тӑван килтен, тӑван ҫӗртен хакли нимӗн те ҫук. Кирек ӑҫта кайсан та тӑван кӗтес асран тухмасть.

1-мӗш ача.

Ҫӗр-шывӑм, Чӑваш Ен,

Халӑхсен пӗр ҫемйинче,

Пур тӗнчемӗр умӗнче.

Ҫамрӑклан та чечеклен!(Ю.Сементер)

2-мӗш ача.

Чӑваш Ен вӑл – тӑван ен!

Чуна ӑшӑ хамӑр ен.

Чун ӑшшисӗр пурӑнма

Чӑннипех те ҫӑмӑл мар.(Ыдарай)

3-мӗш ача.

Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен

Ялан юрлать чӗре.

Ҫурхи кунсем ҫинчен

Ҫӗр-шыв мӗнле хитре!

4-мӗш ача.

Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –

Тӗнчере пӗрре,

Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –

Ӗмӗр – ӗмӗре!

Ачасем «Илемлӗ, илемлӗ» юрӑ юрласа ҫаврӑнаҫҫӗ.

Ертсе пыракан. Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, вырӑс чӗлхи пекех, патшалӑх чӗлхи шутланать. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑван чӗлхемӗр Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенче те анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, пирӗн ача садӗнче те, шкулта та.

5-мӗш ача.

Пирӗн «Йӑл кулӑ» ачисем –

Ташӑ-сӑвӑ ӑстисем.

Акӑ курӑр-ха: вӗсем

Янратаҫҫӗ юрӑсем.

6-мӗш ача.

Эп – чӑваш ачи! Саватӑп

Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене.

Юратап сӑвва-юрра та,

Купӑса та кӗслене.(П.Хусанкай)

7-мӗш ача.

Эп – чӑваш ачи! Саватӑп

Хамӑрӑн чӑваш ҫӗрне.

Вӑл кипке те ман, сӑпка та –

Ӑна манмӑп ӗмӗрне.(П.Хусанкай)

8-мӗш ача.

Чӑвашла паян юрлатпӑр,

Чӑвашла сӑвӑ калатпӑр.

Чӑваш тумӗ тӑхӑнса

Чӑвашла та ак ташлатпӑр.

Ачасем чӑваш ташши ташлаҫҫӗ.

Ертсе пыракан. Шупашкар хулинчи И.Я.Яковлев палӑкне 1970 ҫулта патшалӑх хӳттине илнӗ, вӑл Раҫҫейри чи паха культура объекчӗсенчен пӗри шутланать. Ҫу кунӗсенче унта ҫитсе курма тӑрӑшӑпӑр. И.Я.Яковлев палӑкӗ ҫине чӑвашла тата вырӑсла «Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫараканӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Основоположник новой чувашской письменности. Выдающийся просветитель» тесе ҫырнӑ. Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче Иван Яковлевич мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем каласа хӑварнӑ: «Вырӑс халӑхӗ пит пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр юратса пурӑнӑр». «Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр,ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ» тени те пур унта.

Хамӑр ҫуралнӑ вырӑна, тавралӑха пирӗн юратмалла, хисеплемелле. Вӑл чи сӑваплӑ вырӑн, ӑна таса та тирпейлӗ тытас пулать.

9-мӗш ача.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе!

Эс – чи пахи, эс – чун уҫҫи.

Тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи,

Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи.(О.Титова)

10-мӗш ача.

Ӗмӗрсем иртсе пыраҫҫӗ

Ӳстерсе ӑс-хал мулне.

Кӗнекеҫӗсем шыраҫҫӗ

Чӑвашсен кунне-ҫулне.(П.Хусанкай)

Ертсе пыракан. И.Я.Яковлев ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Ҫуралсанах тепӗр виҫӗ кунтан амӑшӗ вилет, вара ӑна Пахом Кириллов ҫемйи усрава илет. Вӗсем пӗчӗк Ванюка хӑйсен ачи пекех юратса ӳстереҫҫӗ. Вӑл питӗ ӗҫчен ача пулнӑ, нимӗнле ӗҫрен те хӑраман, пушӑ вӑхӑтра ялти ачасемпе вылянӑ.

«Ал татмалла» вӑйӑ.

Ертсе пыракан. Иван Яковлев хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе пултарулӑхне кура питӗ нумай вӗреннӗ. Кайран хӑй те пулас чӑваш композиторӗсене, поэчӗсене, писателӗсене вӗрентнӗ. Кам илтмен-ши ҫак йӗркесене?

11-мӗш ача.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче

Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса,

Силпи чӑваш ялӗнче

Юр ирӗлчӗ васкаса. (К.В.Иванов)

12-мӗш ача.

Тусем, сӑртсем хуп-хура

Юрӗ кайса пӗтнӗрен,

Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра

Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен. (К.В.Иванов)

13-мӗш ача.

Хӗл куҫҫулӗ шавласа

Юхса кайрӗ ҫырмара.

Ачи-пӑчи выляса

Чупса ҫӳрет урамра. (К.В.Иванов)

Ертсе пыракан. Ку «Нарспи» поэма пуҫламӑшӗнчи «Силпи ялӗнче» сыпӑкран илнӗ йӗркесем. Ӑна Яковлев вӗренекенӗ, чӑвашсен пултаруллӑ поэчӗ Константин Васильевич Иванов ҫырнӑ. Иван Яковлевич хӑйӗн букварьне чӑваш ачисем тӑван чӗлхепе вӗренччӗр тесе кӑларнӑ. Вырӑссем-и, чӑвашсем-и, тутарсем-и – пурте пӗр халӑх тенӗ вӑл хӑйӗн букварӗнче. Ҫавӑнпа та Иван Яковлевич вырӑссемпе чӑвашсем туслӑ пурӑнччӑр тенӗ. Хӑй те вӑл чӑвашсен тата вырӑссен юррисене юратнӑ, хӑй вӗрентнӗ шкулсенче те ачасене вырӑс халӑх юррисене юрлама вӗрентнӗ.

«Улми лайӑх-и» юрӑ

14-мӗш ача.

Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ,

Алӑран алла вӑл куҫӗ.

Упрасам ӑна эс, тусӑм!

Вӑл сана та кӳрӗ усӑ.

Ертсе пыракан. Иван Яковлев ҫырнӑ калавсем ӗҫе юратма, чӑнлӑха мала хума, ҫынпа ырӑ пулма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Вӑл пуҫарнӑ ҫырулӑх хӑвачӗпе чӑваш литератури ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянлансах пырать. Акӑ мӗн ҫырнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен.

15-мӗш ача.

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗр-шывӗ!

Сан чӗвӗл- чӗвӗл чӗлхӳпе,

Тен, эп те ҫӗр ҫине йӗр хывӑп

Сан пӗчӗкҫӗ пӗр мӗлкӳ пек.(П.Хусанкай)

Ертсе пыракан. Хисеплӗ ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем! Ҫакӑнпа пирӗн уяв вӗҫленет. Паян эпир чӑваш юррисем юрларӑмӑр, сӑвӑ каларӑмӑр, вӑйӑ вылярӑмӑр. Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Халӗ пурне те вӑйӑ картине чӗнетӗп.

«Атьӑр ташша пуҫлар-и» вӑйӑ карти.

Хыҫ сӑмах

Çăмăл пулман И.Я. Яковлева, 19 çулхи каччăна, тĕттĕм чăваш ачисене çутта кăларас ĕçе йĕркелесе яма.Чăваш халăхне вырăс халăхĕпе çывăхланни çутта тухма пулăшĕ тенĕ вăл. Çапла майпа эпир те ҫакӑн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев ҫинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чӑваш юрри-ташшисемпе ытларах паллашатпӑр.

Яковлев вăл – вĕçсĕр эсĕ, эпĕ…

Пархатар та халăхăн хисепĕ

Унăн ячĕпе тĕнче умне

Кăларать чăваш ăс-хакăлне.(Г.Ефимов)

Усă курнă литература

1. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. -415с.

2. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. -382с.

3.Чӑваш музыки ача садӗнче.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1995

4. И.Я. Яковлев/под редакцией Петрова Ф.Н.,- Чебоксары: Чувашгосиздат, 1958.-159с.

5.Праздники на земле Улыпа.- Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений. Чебоксары,2006.Под ред. Р.Б.Кузьминой. Издатеьство Л.А.Наумова.

6.Халӑх шкулӗ,2017/2. – 30с.

7.Ҫитӗннӗ вӑхӑт.-Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

8.Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа. Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова; Шупашкар. Чӑваш кĕнеке издательстви 2015ç.

9.«Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа». Шупашкар, 2009ç. Л.В.Кузнецова

10. «Чи-чи кӑсӑя»; Шупашкар. Чӑваш кĕнеке издательстви 1987ç. П.Эйзин

11. «Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа», Чебоксары, 2003

И.В. Махалова,Е.И.Николаева

12. Ϛӑлкуç-Родник» Хрестомати,Чебоксары,2006 Г.П. Захарова, М.Б.Кожановаи  идр.

infourok.ru

Ваттисен куне | Образовательный портал EduContest.Net — библиотека учебно-методических материалов

ВАТТА СУМА САВАКАН ХАЙ ТЕ ЫРА КУРАКАН
(Ваттисен кунне халалласа ирттерн
· литератур
·па музыка композиций
·)

П
·ля т
·ллев
·: Ват
·сене халалласа зырн
· с
·в
·-юр
·семпе, ваттисен с
·мах
·семпе тата калар
·ш
·семпе паллаштарасси.
Сап
·рл
·х т
·ллев
·: Ваттисене хисеплес туй
·ма аталантарасси, ыр
· с
·махпа чун
·сене
·ш
·тма, ыр
·
·зсемпе пул
·шма хавхалантарасси,.
Эстетика т
·ллев
·: Ч
·ваш ч
·лхин таса та зых
·нулл
· пуплев
·пе килентересси, ч
·лхене юратас, хисеплес туй
·ма аталантарасси.

Сцен
·на ваттисен с
·мах
·сем, калар
·шсем, с
·в
·сем зырн
· плакатсемпе илемлетн
·, «Пул
·шма ялан хат
·р» ачасем ваттисене пул
·шнине к
·тартакан с
·н якерч
·ксен хазатне закн
·. Плакатсем зинчи т
·сл
·хсем:
1. Ваттисен с
·мах
·сем –

·сл
·, тар
·н шух
·шсем.
В
·рентезз
· пур
·нма,
Ыр
·
·зш
·н кар т
·ма.
Н. Кушманов
2. Ваттисен каланине
Ачаран хывсан
·ша,
Т
·нласан в
·сен пилне
П
·р
·нать санран нуша.
Н.Кушманов
3. Ват зын – т
·ват зын.(Ват.с
·м.)
4. Ватти пур та, латти пур.(Ват.с
·м.)
5. Ватта ыр
· ту.(Ват.с
·м.)
6. Ватти калани выр
·нл
·.(Ват.с
·м.)
7. Ваттисем калани выр
·на килет.(Ват.с
·м.)

Ертсе пыракан: — Ыр
· кун пулт
·р, кукамайсемпе куказисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв яч
·пе чун-ч
·ререн саламлатп
·р, ырл
·х-зитл
·х, ватл
·х кун
·сенче канл
·х, замр
·ксенчен пыс
·к тимл
·х сунатп
·р. «
·м
·р
·м
·рлесси – уй урл
· казасси мар»,- тен
· ваттисем. Запла, пурн
·зра тем
·н те пулать, ун
·н х
·й
·н й
·рки, ш
·па пярни те т
·рл
·рен.
Замр
·кл
·х п
·рре килет,
Ватл
·х та запла килет.
Пурн
·з зул
· в
·р
·м тет.

·м
·рсем
·р т
·рл
· тет.
юр
· п
ачисем тухазз
·
1 ача: — Кукамайсем, асаннесем, эсир пурри – аван.

·сезз
· в
·т
·р-шак
·рсем эсир савса п
·хсан.
2 ача: — Кил-йыш типтер
· те сирте, тирпейл
·-зке пяртре.
М
·нукусем ирех шкулта, ыв
·лпа кин –
·зре.

3 ача: — Кун-зул й
·рки кузса пырать запла куллен хуллен.
Ваттин м
·н т
·в
·н – в
·й чакать,
Завах, зук, систермен.

4 ача: — Ватти маттур, в
·й пур тесе,
Тен, ытларах х
·ш чух эпир яратп
·р тиесе?
Тавз
·ракан
· – зук.

5ача: — Ват зын в
·л каламасть, тясет,
В
·л курн
· п
·т
·мпех.

6 ача: — Ачи-п
·чи е уп
·шки фронтран тавр
·найман.
Завах х
·руш кунсен п
·кки нихзан пусарайман.

7 ача : — К
·шт
·ртатазз
· халь килте, ялан таса кил-зурт.
Апла, ватти, пул т
·пелте. Й
·х-т
·пяпе ыр кур!
8 ача: — Кукамайсем, асаннесем –
Й
·х-т
·п тытк
·чисем.
Пур
·н
·за к
·ртсе илем

·сезз
· м
·нуксем.

9 ача: — Сире, тен, пал
·к лартмалла?
Т
·т
·р курса кашни!
10 ача: Ма ытлашши калазмалла
Тен, пахарах хисеплени?!

11 ача: — Запла, ватта сума сунни,
Кахалланмас
·р пул
·шни,
С
·ня-канаш унран ыйтни –
Ак зак
· пул
· ч
·н пахи.

Пурте : Тавтапуз эсир пурриш
·н,

·с, канаш ялан паниш
·н!
ренекенсем «Асанне» юр
· ш
·рантаразз
· те к
·рсе каязз
·.
Ертсе пыракан: Шел пулин те м
·нуксем те т
·рл
·рен пулазз
· зав, х
·ш-п
·р чух сире в
·х
·тра тив
·злипе хаклайманни те пулать. Ак
· зак
·н пек м
·нук зинчен сире 6-м
·ш класра в
·ренекенсем «Юратн
· асанне» сценка( автор
· В.Самойлов)
к
·тарт
·з.
Ертсе пыракан: Хисепл
· кукамайсемпе куказисем, асаннесемпе асаттесем, с

educontest.net

Сценарий мероприятия «Анне пурри-телей»

Анне пурри-телей

( 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ)

Класра „Манăн аннеçĕм” сăн ÿкерчĕклĕ хаçатсем çакăнса тăраççĕ. Стена çинче пысăк сас паллисемпе: „Анне – пирĕн телей” тесе çырнă.

Ертсе пыракан: Ырă хĕвел ăшшипе

Ирхи хĕвел куллипе

Ырă кун пултăр!

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарнинче – аннесен кунĕ. Сире пурне те Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатăп.

Вĕренекен : Анне… Çак тăватă сас паллинче ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ.

Ертсе пыракан: 8-мĕш класс ачисем те уяв ячĕпе хаçат, сăвă-юрă, аннесем çинчен каласа пама хатĕрленĕ.

(Ачасем сăвăсем вулаççĕ)

1.Савăнса кĕтсе илетпĕр

Аннесен уяв кунне.

Йышăнса илсемĕр тетпĕр

Парнине те саламне.

2.Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурăнать ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

3.Анне, санпа эп мухтанатăп,

Пăхатăн ăшшăн, кăмăлтан,

Ачашласа чуппа тăватăн,

Мана эс вăй-хăват паратăн.

4.Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,

Эс пуринчен те хитререх.

Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм.

Тата та пул чипертерех.

5. Тÿпере хĕрÿллĕн

Сар хĕвел пăхать,

Ман аннем пит-куçĕ

Кулăпа çунать.

6.Эй, анне, аннеçĕм,

Юрататăп сана.

Чăн-чăнах хĕвелĕн

Кулăпа çунать.

7.Сар хĕвел пек çутă

Эс пире саватăн.

Пурнăçу та шутăр

Санăн пыл та çу.

Ертсе пыракан: эпир сирĕнпе вăйă вылятпăр. Ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне тупмалла.

Анне –………………………….. ……………. кил ăшши.

Аннерен çывăх……………… ……………. тăван çук.

Анне ăшши…………………… ……………. хĕвел пек.

Анне кăмăлĕ…………………. …………….. хĕвелрен ăшăрах.

Атте-аннерен хакли………… ……………… никам та çук тĕнчере.

Аçу-аннÿне……………………. ……………… хисепле.

Анне парни…………………… ……………… чуна ăшăтать.

Аннерен вĕреннĕ чĕлхене… …………….манма çук.

Анне – ăшă çумăр, амаçури – пăр:… … çумăр ачашласа ÿстерет, пăр ватса çĕмĕрет.

Анне куççулĕ – вăрăмлăх,…………….. … хĕр куççулĕ – вăхăтлăх.

Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх,…………….. …. амăшсĕр ача – хăр тăлăх.

Атте-анне халалĕ…………………………. ….. пин сумлă.

Анне хĕвелтен…………………………….. ….. малта.

Ертсе пыракан: Эсир питĕ маттур. Анне çинчен тата мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?

Ачасем:

Анне алли ачашлама юратать.

Анне алли çапсан та çемçен çапать.

Анне апачĕ пылтан тутлă.

Анне ăшши пурне те çитет.

Анне ăшши хĕвел пек.

Анне вăл хăй çиес çăкçрне те, ĕçес шывне те ачине парать.

Анне кăмăлĕ – çемçе кăмăл.

Анне кăмăлĕ хĕвелрен ăшăрах.

Вĕренекен: Аннеçĕм! Мĕнле телей пирĕншĕн эс пурри. Сансăр хĕвел те ăшăтмасть, уйăх та çутатмасть, чечек те çеçке çурмасть.

(Ачасем малалла сăвă вулаççĕ)

1.Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çвн тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех,

Килте пуринчен те

Тăрать иртерех?

2.Кам ир вучах чĕртнĕ –

Апат пĕçерет,

Ĕне суса кĕнĕ –

Ăш сĕт ĕçтерет?

Е ăшă çи-пуĕ-и

Тимлет сан валли?

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –

Сиплет кам алли?

3.Кам ыррăн, хавассăн

Пурне те пире,

Çапла лăш курмасăр,

Пăхса ÿстерет?

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл – пирĕн телей-çке,

Вăл пирĕн анне!

4.Вăл кирек хăçан та

Чи çутă тивлет.

Анчах ман çакна та

Калассăм килет.

Хăш чух эпир темшĕн

Чĕресĕр пекех,

Çуратнă аннешĕн

Хыпмастпăр питех.

5.Анне таврăнать-и

Ĕç хыççăн хиртен,

Каллех тупăнать ун

Тем те пĕр килте.

Ик алăшăн – пин ĕç,

Вăл пĕр пушă мар.

Эпир ăна тивĕç

Куллен пулăшма.

6.Анчах та манатпăр

Çавна час-часах,

Ĕçрен пăрăнатпăр

Вăййа васкаса.

Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Тăвать хăй ĕçне –

Çуратнă аннемĕр,

Юратнă анне.

7.Пире вăл ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн.

Çак сăвă çĕклетĕр

Кашнин шухăшне:

Ача хисеплетĕр

Тăван амăшне! (Аркадий Ĕçхĕл)

Ертсе пыракан: Амăшĕ хăйĕн ачине юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. („Сăпка юрри”)

Ертсе пыракан: Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Мăшăр çунат ÿстернĕшĕн,

Ÿстернĕшĕн, юратнăшăн.

Сÿнми телей пилленĕшĕн.

Ертсе пыракан: Вăйă „Анне” сăнарĕ литературăра. Анне çинчен çырнă мĕнле хайлавсем пĕлетĕр?

Ачасем:1. „Анне” сăвă ( А.Ĕçхĕл)

2. „Мать” М.Горький.

3. Анне сăнарĕ (юрă) Сăвви А.Гордеевăн. Кĕвви Г.Маркияновăн

4. Аннене (юрă) Сăвви Н.Васильеван. Кĕвви А.Орлов-Шуçăмăн

5. Тавах, аннем (юрă) Сăвви В.Урташăн. Кĕвви Н.Григорьевăн

6. Лар, аннеçĕм, юнашар (юрă) Сăвви Ю.Плотниковăн. Кĕвви А.Серггевăн

Ертсе пыракан: Пирĕн юратнă аннесем ачисемшĕн тем те тума хатĕр. Килте тĕрлĕ ĕçе тăваççĕ. Вĕсем апат пĕçерекен те, вĕрентекен те, çĕвĕç те, кĕпе-йĕм çăвакан та, пахчаçă та, тухтăр та тата ыт. те. Унсăр пуçне вĕсен хăйсен суйласа илнĕ юратнă ĕçĕ те пур.

( Ачасем хăйсен амăшĕсен профессийĕ çинчен каласа параççĕ)

Ертсе пыракан: поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Эсир аннене менпе танлаштарма пултаратăр, анне çинчен мĕнлерех ăшă сăмахсем калама пултаратăр? Çакăнта хĕвел пайăркисем, кашни пайăрки çине аннене сăнлакан чи ырă сăмахсем çырмалла.

(Ачасем хĕвеллĕ кластер тăваççĕ.)


(Илемлĕ, пархатар, ăшă, савăнăçлă, тарават, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, пурне те каçарать, пулăшма хатĕр, çепĕç, çутă, таса, кăмăллă, кăвак куçлă, хĕвел, ĕçчен, мерчен, ахах, чечек.)

Вĕренекен: Анне кулли –

Хĕвел çути,

Анне кулли –

Чи илемли.

Анне кулсан

Чунра аван:

Юрлас килет,

Ташлас килет.

(Презентаци „Ман юратнă анне”. Ачасем амăшсем çинчен каласа параççĕ.)

Вĕренекен: Тÿпере пиншер çут çăлтăр

Çуталать-çке йăлтăр-йăлтăр.

Кам-ши çутнă вĕсене?

Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?

Вĕсене пĕрле пухатпăр,

Çăлтăрсен пуххи тăватпăр,

Анне кунĕ ячĕпе

Парнелетпĕр аннене.

(Амăшсене парне параççĕ.)

Вĕренекен: Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,

Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,

Эсĕ панă пехил ĕмĕре

Упранать манăн чун-чĕремре.

Пурте ура çине тăрса юрă юрлаççĕ. ( „Пусть всегда будет мама” юрă)

Пусть всегда будет солнце,
Пусть всегда будет небо,
Пусть всегда будет мама,
Пусть всегда буду я.

Яланах хĕвел пултăр,

Яланах тÿпе пултăр,

Яланах анне пултăр,

Яланах эп пулам!

Ачасем пурте пĕрле:

Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!

Эпир сире питĕ юрататпăр!

infourok.ru

Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Ватта сума сăвакан — хăй те сумлă пулакан.
(Ваттисен кунне халалласа ирттернĕ

литературăпа музыка композицийĕ)
Класс тулашĕнчи ĕçе хатĕрлекенĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ертÿçи.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Ватăсене халалласа çырнă сăвă-юрăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшĕсемпе паллаштарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Ваттисене хисеплес туйăма аталантарасси, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтма, ырă ĕçсемпе пулăшма хавхалантарасси.
Эстетика тĕллевĕ: Чăваш чĕлхин таса та çыхăнуллă пуплевĕпе килентересси, чĕлхене юратас, хисеплес туйăма аталантарасси.

Сценăна ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сăвăсем çырнă плакатсемпе илемлетнĕ, «Пулăшма ялан хатĕр» ачасем ваттисене пулăшнине кăтартакан сăн ÿкерчĕксен хаçатне çакнă. Мультимедиа проекторĕ лартнă.
Плакатсем çинчи тĕслĕхсем:
1. Ваттисен сăмахĕсем –

Ăслă, тарăн шухăшсем.

Вĕрентеççĕ пурăнма,

Ырă ĕçшĕн кар тăма.

Н. Кушманов

2. Ваттисен каланине

Ачаран хывсан ăша,

Тăнласан вĕсен пилне

Пăрăнать санран нуша.

Н.Кушманов

3. Ват çын – тăват çын.(Ват.сăм.)

4. Ватти пур та, латти пур.(Ват.сăм.)

5. Ватта ырă ту.(Ват.сăм.)

6. Ватти калани вырăнлă.(Ват.сăм.)

7. Ваттисем калани вырăна килет.(Ват.сăм.)

Ертсе пыракан: — Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.
7-мĕш класра вĕренекен Михайлова Марийăпа амăшĕ, Михайлова Ольга Николаевна, ялти хисеплĕ ватăсем çинчен ятарласа хатĕрленĕ презентаципе паллаштараççĕ.

Ертсе пыракан: Çамрăклăх пĕрре килет,

Ватлăх та çапла килет.

Пурнăç çулĕ вăрăм тет.

Ĕмĕрсемĕр тĕрлĕ тет.


Сире музыкăпа истори вĕрентекен Баранов И.Н. «Эх, шухăшăм» юрă парнелет.
Юрă пĕтсен 7-мĕш класс ачисем тухаççĕ
1 ача: — Кукамайсем, асаннесем, эсир пурри – аван.

Ÿсеççĕ вĕтĕр-шакăрсем эсир савса пăхсан.


2 ача: — Кил-йыш типтерĕ те сирте, тирпейлĕ-çке пÿртре.

Мăнукусем ирех шкулта, ывăлпа кин – ĕçре.


3 ача: — Кун-çул йĕрки куçса пырать çапла куллен хуллен.

Ваттин мĕн тăвăн – вăй чакать,

Çавах, çук, систермен.
4 ача: — Ватти маттур, вăй пур тесе,

Тен, ытларах хăш чух эпир яратпăр тиесе?

Тавçăраканĕ – çук.
5ача: — Ват çын вăл каламасть, тÿсет,

Вăл курнă пĕтĕмпех.


6 ача: — Ачи-пăчи е упăшки фронтран таврăнайман.

Çавах хăруш кунсен пĕкки нихçан пусарайман.


7 ача : — Кăштăртатаççĕ халь килте, ялан таса кил-çурт.

Апла, ватти, пул тĕпелте. Йăх-тĕпÿпе ыр кур!


8 ача: — Кукамайсем, асаннесем –

Йăх-тĕп тыткăчисем.

Пурăнăçа кĕртсе илем

Ÿсеççĕ мăнуксем.


9 ача: — Сире, тен, палăк лартмалла?

Тăтăр курса кашни!

10 ача: Ма ытлашши калаçмалла

Тен, пахарах хисеплени?!


11 ача: — Çапла, ватта сума сунни,

Кахалланмасăр пулăшни,

Сĕнÿ-канаш унран ыйтни –

Ак çакă пулĕ чăн пахи.


Пурте : Тавтапуç эсир пурришĕн,

Ăс, канаш ялан панишĕн!


7-мĕш класра вĕренекенсем «Асанне» юрă шăрантараççĕ те кĕрсе каяççĕ.
Ертсе пыракан: Шел пулин те мăнуксем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав, хăш-пĕр чух сире вăхăтра тивĕçлипе хаклайманни те пулать. Акă çакăн пек мăнук çинчен сире 7-мĕш класра вĕренекенсем «Юратнă асанне» сценка (авторĕ В.Самойлов) кăтартĕç.
Ертсе пыракан: Хисеплĕ кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, сире сума суса нумай сăвă-юрă хывнă. Пирĕн çамрăк хунав, савăнăçлă саманара çитĕнекен ачасем, сире ĕçре пулăшса пыччăр, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлччĕр тесе сунас килет. Халĕ сире пĕртăван Гавриловăсем — (Катьăпа (7кл.) Алёна (2кл.) — чăваш ташши парнелĕç.
Ташă вĕçленсен 7-мĕш класра вĕренекенсем тухаççĕ, куракан ачасене йыхравлаççĕ:
1 ача. Ватăсене пулăшма,

Тухар,тухар, ачасем!


2 ача. Урай çума, шыв йăтма,

Тума тĕрлĕрен ĕçсем.


3 ача. Вăхăта усă курма,

Ĕçе тухăçлă тума,


4 ача. Çамрăк чухнех вĕренер,

Час-час ĕçе кÿленер.


5 ача. Кайăк сасси итлеме

Сад пахчине тухмалла.


6 ача. Ырă ĕçе кÿленме

Ватă патне каймалла.


7 ача. Сад пахчинчи кайăксем

Çепĕç çемĕ шăратаççĕ.


8 ача. Ырă ĕçшĕн ватăсем,

Сиплĕ пехил параççĕ.


Ертсе пыракан: Халĕ сире «Путене» фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе саламлĕ.

( «Путене» фольклор ушкăнĕн юрри-ташши)
Ертсе пыракан: Ватлăх пĕртте савнăç мар.

Темĕн те курма тивет:

Е чир-чĕр ярать тымар,

Е ытти инкек çитет…

Мĕн тăвăн, пирĕн пурнăç çавăн пек. Çынсем пĕрле пулсан кăна телейлĕн пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме май пур.

10-мĕш класс ачисем «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет» юрра юрлаççĕ (сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн).
Ертсе пыракан: Йывăç лартсан сад çитĕнет.

Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.

Ватти пулсан йĕрке пулать,

Ваттипеле пурнăç пулать.


Сирĕн ума 3-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем «Асанне» юрăпа тухаççĕ.

Унтан 7-мĕш класра вĕренекенМихайлова Мария юрă парнелет.
Ертсе пыракан: Хисеплĕ ватăсем, сирĕн пурнăç çулĕ такăр пулман, нумай хура-шур курма тивнĕ, савнăçĕ те пулман мар-тăр. Паянхи кун вара сире мăнукăрсен пултарулăхĕ савăнтартăр. Сцена çине пĕртăван Гаврилова Катьăпа Алёнăна (7кл.,2кл.) чĕнетпĕр. Вĕсем пире «Пилеш кайăкĕсем» юрă парнелĕç. («Пилеш кайăкĕсем» юрă»)
Ертсе пыракан: Павлова Ф.,Алексеева К. парни – «Ăшă çумăр» юрă. («Ăшă çумăр» юрă)
Ертсе пыракан: Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста аллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç!

— Вĕçĕ —

flatik.ru

Чӑвашла салам сӑмахӗсем

Ҫуралнӑ кун ячӗпе

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ ҫуралнӑ кунпа ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй, иксӗлми телей сунатпӑр.

Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ юратнӑ аннемӗре, ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр.

Пирӗн чи ҫывӑх та хаклӑ ҫыннӑмӑра — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр. Пурнӑҫри кашни утӑму ырлӑхпа, юратупа, ҫутӑ ӗмӗтсемпе тултӑр.

ХХХХХ ялӗнче пурӑнакан юратнӑ аттене ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе савӑнса пурӑнма ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 65 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатпӑр. Ырӑ сывлӑх та сӑваплӑ кунсем пурнӑҫунта ытларах пулччӑр.

Хаклӑ мӑшӑрӑма, аттене — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, пысӑк хавхалану сунатпӑр.

Хаклӑ та юратнӑ аттене, асаттене, мӑн асаттене — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунпа, 85 ҫул тултарнӑ ятпа, чӗререн саламлатпӑр. Улӑпӑнни пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, тӑнӑҫлӑх тата телей сунатпӑр.

Паян пирӗн аннен — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунӗ. Инкек-синкек ҫителӗклех астивнӗ анне. Апла пулин те кӑмӑл-сипетне упранӑ, ҫавӑнпах ӑс-хакӑлӗ паян та ҫирӗп. Анне! Аннемӗр! Сӑмахпа кӑна сан умри парӑма татма ҫук паллах. Эсӗ пире питӗ кирлӗ. Турӑ малашне те упратӑр сана!

Юбилей ячӗпе

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫулхи юбилейпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпӑр сана — тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑн. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне ӗмер-ӗмер курмалла пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать. Ҫак сумлӑ юбилей ячӗпе эпир ӑна ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмер, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шакӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хушӑнсах пытӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату сунатпӑр.

Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмара — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 70 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса таракан вӑй-хал сунатпӑр. Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗмер сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 70 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлатпӑр. Эпир сана ҫирӗп сывлӑх, телей, иксӗлми вӑй-хал, тулӑх пурнӑҫ сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 70 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе нихӑҫан та хавшами ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, иксӗлми телей, пархатарлӑ кун-ҫул, вӑрӑм ӗмер сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Юбилей ячӗпе юман пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, иксӗлми телей, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ юбилей ячӗпе саламласа чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, ҫутӑ та вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе пӗрле тата нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе ҫирӗп сывлӑх, чун лӑпкӑлӑхӗпе канӑҫлӑх сунатпӑр. Ӗмӗрӳ вӑрӑм пултӑр, ачу-пӑчу хисеплетӗр, ял-йыш сума сутӑр.

Юратнӑран та юратнӑ ҫыннӑмӑра — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 75 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр, нумай-нумай ҫул пурӑнма таса сывлӑх, тулли телей сунатпӑр. Ӗмӗр сукмакӗ сан яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 70 ҫулхи юбилейпе чӗререн саламлатпӑр, юман пек ҫирӗп сывлӑхлӑ, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма иксӗлми телей, тулӑх пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунатпӑр. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ.

Хисеплӗ та юратнӑ ҫыннӑмӑр — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 80 ҫулхи юбилейне уявлать. Ӑна эпир чӗререн саламлатпӑр. Ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, малашне те тӑван кил ӑшшине упрама, ачасен ырлӑхне курма сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 80 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Таса та ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та ырӑ кун-ҫул, ҫывӑх ҫыннусемпе тӑванусен хисепӗпе тимлӗхне сунатпӑр.

Хаклӑ тӑванӑмӑра, ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ, юбилейпе чунтан саламлатпӑр! Сума суса пархатарлӑ кун-ҫул сунатпӑр. Пурнӑҫӑн тумхахӗсене ҫӗнтерсе утӑмлама ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй-хал, икселми телей, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.


Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-06 22:39:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 30404 хут пӑхнӑ.

www.chuvash.org

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *